Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Тесшӗн мар (Николай Карай)

Эп кӑн пӑхрӑм.
Эс пытартӑн
Ху куҫусене манран.
Тен, сана эп куҫӑхтартӑм?
Каҫар, куҫӑхрӑн пулсан.

Куҫусем кӑвак-иҫ сан та, —
Хире-хирӗҫ кӑн пӑхар.
Пур пӗрех эп:
"Куҫ курсан та,
Шӑл витмест-ҫке", — тесшӗн мар.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-27 22:23:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2882 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем